Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Туссемпе тӑшмансем (Кӗмел Кӗпер)

Туссемшӗн тутлӑ апат-ҫимӗҫ,
тӑшмансемшӗн ҫивчӗ хӗҫпе сӑнӑ хатӗрле.
Авалхи пӑлхарсем калани.
>>
Парӑҫ-Пӑрӑнтай монголсен тапӑрне ҫитсе Батый-хан патӗнче пулни, ӑна таманпӳ туни ҫинчен Ылттӑнпик питӗ час пӗлчӗ. Батый ӑна мӗнле йышӑннине те, мӑшкӑл кӑтартнине те, кайран таманпӳ тунине те куҫ-хӑлхасем питӗ тӗплӗн каласа пачӗҫ.
— Путсӗр ҫыннӑн пурнӑҫӗ те путсӗр, — терӗ вара ҫакна пӗтӗмпех илтнӗ хыҫҫӑн Ылттӑнпик. — Батый-хан ӑна вӗрилентернӗ сӑмалана ярса вӗлернӗ тесен те тӗлӗнмен пулӑттӑм эпӗ.
Парӑҫ-Пӑрӑнтай ҫапла монголсем патне тарса кайни ҫинчен пӗлсессӗн, чи малтан патша патне Пачман кӗчӗ.
— Ирӗк парсам маиа, аслӑ патша, монголсем патне вӑрттӑн кайса ҫав путсӗр Парӑҫ-Пӑрӑнтая вӗлерме, — терӗ вӑл.
— Ҫук, ачам, — килӗшмерӗ унпа Ылттӑнпик. — Вӑрттӑн ҫын пулса такама вӗлересси пирӗн ӗҫ мар. Антив, тӗнчене ҫӗртсе пурӑнтӑр... Вӑрҫӑра тӗл пулсан, чару ҫук. Ун чухне эсӗ ӑна шеллесе ан тӑр.
Анчах путсӗр сутӑнчӑка тӗп тӑвас текенсем Пачман кӑна мар иккен. Тепӗр кун тата патша патне Саврӑш-паттӑр пычӗ. Парӑҫ-Пӑрӑнтай патӗнче тарӑн ҫӗр шӑтӑкӗнче пӗр апатсӑр, шывсӑр ларса вӑл йӑлт начарланса кайнӑ. Тирӗ те шӑмми кӑна юлнӑ темелле. Анчах ку та унӑн шалти вӑйне, чун-чӗри хастарлӑхне чакарайман.
— Вӑрттӑн ҫулпа эпӗ монголсем патпе каяс тетӗп, — калаҫма тытӑнчӗ вӑл. — Никама систермесӗр Парӑҫ-Пӑрӑнтая чиксе пӑрахмалла ман.
— Хӑвна чиксе пӑрахсан? — ыйту пачӗ ӑна Ылттӑнпик. — Ман вара кампа юлмалла?.. Монголсене хирӗҫ ҫапӑҫаканни кам пулать.
— Манӑн ӑна Тутимӗршӗн те, хамшӑн та тавӑрмалла! — ҫаплах хӑй шухӑшне малалла тӑсрӗ Саврӑш-паттӑр. — Улталаса, ҫӗлен пек тискеррӗн мана тарӑн шӑтӑка тытса хупрӗ! Уншӑн явап тытмаллах унӑн!
— Тӗрӗс, — килӗшрӗ унпа Ылттӑнпик. — Уншӑн та, ытти путсӗрле ӗҫӗсемшӗн те явап тытмалла унӑн. Анчах вӑрттӑн анкарпа чикнипе мар. Уҫӑ вӑрҫӑ хирӗнче. Санран малтан Пачман килсе кайрӗ. Ӑна та ҫаплах каларӑм...

Ҫав хушӑра монголсен тапӑрӗнчен ҫӗне хыпар хыҫҫӑн ҫӗнӗ хыпар киле пуҫларӗ. Пӗри тепринчен хӑрушӑ. Монголсем хӑйсен пӗтӗм вӑйне пухса, пӑлхарсем ҫине кӗрсе кайма хатӗрленеҫҫӗ иккен.
— Монголсем мӗн чухлӗ ҫар пухма пултараҫҫӗ-ши? — кашни хыпар илсе килекенрен ыйтма тытӑнчӗ Ылттӑнпик.
Пӗрисем ӑна ҫӗр пин ҫын, теприсем икҫӗр пин, виҫҫӗмӗшӗсем тата тӑватҫӗр пин ҫын пуҫтараси пирки каларӗҫ.
Ку вӑл пысӑк вӑрҫӑ пулма пултарасса Ылттӑнпик хӑй те ӑнланать. Вӑтӑр-хӗрӗх пинлӗ ҫарӗсене виҫӗ хутчен ҫӗмӗрсе тӑкнӑ хыҫҫӑн монголсем текех ун пек вӑйпа килмеҫҫӗ ӗнтӗ. Халӗ вӗсем, пӑлхарсене ҫӗмӗрсе тӑкас тесе, мӗнпур вӑйне пуҫтараҫҫӗ.
Эппин, мӗн тумалли паллӑ. Пысӑк вӑрҫа хатӗрленес пулать. Ҫакна ӑнланса, Ылттӑнпик те монголсемпе кӗрешме хӑйӗн мӗнпур вӑйне пуҫтарма тытӑнас терӗ. Вӑл тӗрлӗ хуласене хӑйӗн ҫыннисене ячӗ: ҫар пухма, тимрӗҫ лаҫҫисене ӗҫлеттерме, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен кӑрал хатӗрлеме хушрӗ.
Вара, пур ҫӗрте те ҫар пухма тытӑннине пӗлсессӗн, хӑй патне чи ҫывӑх ҫыннисене канашлӑва пухрӗ.
— Эпир монголсенчен кая мар ҫар пухатпӑр, — терӗ вӑл канашлӑва килнисене. — Ҫӗр пинлӗ ҫар та пулать пирӗн. Кирлӗ пулсан, ҫӗр аллӑ пин таран ҫар та пухма пултаратпӑр. Эпӗ хамӑн мӗнпур ҫара виҫӗ пая уйӑратӑп. Тӗп ҫара эпӗ хам ертсе пыратӑп. Сылтӑмри ҫара Саврӑш-паттӑра паратӑп, сулахайри ҫара — Пачмана.
Ҫарпуҫӗсене ку шухӑш пурне те килӗшрӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-08-29 22:27:18 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3055 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем